Анат Кӑмаша — Ҫӗмӗрле районӗнчи ял.
Йӗри-тавра вӑрманлӑх, пысӑках мар уйсем варрипе вӑрмантан темиҫе юханшыв пӗрлешсе Кӑмаша тӑрӑх Сӑра юхаҫҫӗ.
Сӗм авал ку вырӑнта ҫармӑссем пурӑннӑ пулас, ял ячӗ те вӗсен чӗлхипех ҫыхӑннӑ. Кумыжял — хурӑн хуппи хатӗрленӗ вырӑнти ял е тата шампӑлтаклӑ юханшыв ҫумӗнчи ял.
2011 ҫулта Анатри Кӑмашара 500 кил ытла пулнӑ.
Малтанхи колхоз-совхоз — СХПК хуҫалӑх тӗпренех арканнӑ хыҫҫӑн, 2008 ҫулта Туриялсем ҫӗнӗрен «Пӗрремӗш май» колхоз йӗркеленӗ.